Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
Пӑсма пӗр кун, тума виҫ кун.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Макар Хури

Макар Хури (Ильин Макар Гордеевич) — чӑваш сӑвӑҫи. 1913 ҫулхи кӑрлачӑн 19-мӗшӗнче Куславкка районӗнчи Паланкассинче ҫуралнӑ. 1961 ҫулта ҫӗре кӗнӗ.

ҪП пайташӗ.

Пурнӑҫӗ

Шупашкар педтехникумӗнче, Мускав Литинститутенче вӗреннӗ. Учительте, хаҫат-журнал редакциӗсенче, кӗнеке издательствинче ӗҫленӗ.

Пултарулӑхӗ

Пӗрремӗш сӑввисем «Ялав», «Тӑван Атӑл», «Капкӑн» журналсенче тата «Чӑваш коммунӗ» , «Ҫамрӑк коммунист» хаҫатсенче пичетленнӗ.

«Сӑвӑсем» (1954), «Ҫул парни» (1956), «Ҫӑкӑр» (1959), «Сӑвӑсемпе поэмӑсем» (1964) тата ытти кӗнекесем кӑларнӑ. Пурӗ 10. Вырӑсла тухнисем те пур — 1961 ҫулта «Стихи и поэмы» кӗнеке пичетленнӗ, унта вырӑсла куҫарнӑ сӑввисем кӗнӗ.

Макар Хури тӑлмач пек те паллӑ. Вӑл ҫармӑс, вырӑс, тутар, пӑлхар ҫыравҫисен хайлавӗсене чавашла куҫарнӑ.

Вуламалли

  • Шавлы С. Шанчӑклӑ утӑмсемпе / С. Шавлы // Коммунизм ялавӗ. – 1959. – 8 авӑн.
  • Афанасьев П.В. Хури Макар Гордеевич (Ильин) // Афанасьев П.В. Писатели Чувашии / П.В. Афанасьев. — Чебоксары, 2006. — С. 477-478.
  • Кислицина И. «Черно-белая» жизнь поэта Макара Хури / И. Кислицина // Республика. — 2003. – 19 марта (№ 11).
  • Юрьев М. Поэзия щедрого сердца / М. Юрьев // Молодой коммунист. — 1963. — 18 янв.
  • Юрьев М.И. Хури Макар Гордеевич (Ильин) // Юрьев М.И. Писатели Советской Чувашии / М.И. Юрьев. — Чебоксары, 1988. — С. 357.

Ҫавӑн пекех пӑхӑр



 
Категорисем: Макар Хури
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2012-02-28 19:18:24 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 4611 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем